Хӗрлӗ Васан (выр. Красный Вазан) — Чӑваш Республикинчи Шӑмӑршӑ районне кӗрекен поселок. Анат Чаткас ял тӑрӑхӗн йышне кӗрет.
Тутарстан Республикин чики ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Шупашкара ҫитме — 190 км, район центрне (Шӑмӑршӑ) ҫитме — 30 км, чи ҫывӑхри чукун ҫул станцине ҫитме — 105 км.
1929 ҫулта «Красный Вазан» ял хуҫалӑх эртелӗ пек йӗркеленнӗ. 1931 ҫултанпа — колхоз. Посёлок статусӗнче — 1931 ҫултанпа. 1929—1962 ҫулсенче тата 1965 ҫултанпа Шӑмӑршӑ районӗн йышне кӗнӗ. 1962—1965 ҫулсенче Патӑрьел районӗн йышӗнче пулнӑ.
Ҫулсем тӑрӑх халӑх йышӗ:
Наци йышӗ — чӑвашсем.
Фельдшер пункчӗ пур.
2010 ҫулта «Восход» ял хуҫалӑх производство кооперативӗ ӗҫленӗ.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 